Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Нумай та пӗтет, сахал та ҫитет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ҫӗнӗ Кинчер

Ҫӗнӗ КинчерВӑрмар районӗнчи ял. Аслӑ Пинер ял тӑрӑхне кӗрет.
Вӑрмартан 23 ҫухрӑмра ларать.

Урамӗсем: Симӗс (Зеленая), Тимӗрҫ (Кузнечная), Хӑрах (Однорядка), Первомайски, Тӗп, Шкул.

Тавралӑх

Ял хӗррипе Вӑта Енӗш шывӗ юхса иртет. Ялтан инҫе мар Вӑта Енӗшпе Кӗҫӗн Енӗш шывӗсем пӗрлешеҫҫӗ.

Юнашар ялсем

Халӑх йышӗ

2006 ҫул пуҫламӑшӗ тӗлне ялта 192 ҫын пурӑннӑ. Вӗсенчен 80 арҫын, 112 хӗрарӑм пулнӑ.
2010 ҫул пуҫламӑшне пӑхсан кунта 180 ҫын пурӑннӑ. Пурӗ 91 кил шутланнӑ.

Паллӑ ҫыннисем

Хуҫалӑх

Пурӗ 81 кил шутланать. Ялта Вӑрмар райоповӗн лавкки пур.

Ку ялта «Кинчер» ХАО вырнаҫнӑ, директорӗ — Иванов Иван Константинович.

Ҫул-йӗр

5 ҫухрӑмра М7 автоҫул иртет, унтан асфальт сарнӑ ҫулпа ял ҫитме пулать.

Культура

Культурӑллӑ ҫурсене илес пулсан ялта шкул (63 ача вӗренет), ача пахчи (16 ача ҫӳрет), ял клубӗ (заведующийӗ — Филиппов Владимир Аркадьевич) пур.

Каҫӑсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр


 
Категорисем: Ҫӗнӗ Кинчер
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2010-12-04 14:47:31 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 4870 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем